Республика шайӗнче иртекен «Тăван чĕлхепе тăван литературăна чи лайăх вĕрентекен-2026» конкурсӑн муниципалитет тапхӑрӗ иртрĕ

Республика шайӗнче иртекен «Тăван чĕлхепе тăван литературăна чи лайăх вĕрентекен-2026» конкурсӑн муниципалитет тапхӑрӗ иртрĕ

Нарǎс уйǎхĕн 26-мĕшĕнче Кĕçĕн Кипек вăтам шкулӗнче  республика шайӗнче иртекен «Тăван чĕлхепе тăван литературăна чи лайăх вĕрентекен-2026» конкурсӑн муниципалитет тапхӑрӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен тǎватǎ педагог ӑсталӑхне кӑтартрӗ.

Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ – шкул ачисен вĕренÿ пахалăхне çÿлерех çĕклесси тата вĕрентÿре çĕнĕ мелсемпе, меслетсемпе ĕçлекен вĕрентекенсен ăсталăхĕпе паллашасси, чи пултаруллине, чи лайӑххине палӑртасси.

Хăнасене илемлӗ кӗвӗ-ҫемӗ шӑрантарса кĕтсе илни хавхалану туйӑмӗ ҫуратрӗ.

Вĕрентекенсем тӗрлӗ класра уҫӑ уроксем пачӗç, класс сехечĕсем  ирттерчĕç.

Ӑмӑртӑва хутшăнакансен урокӗсем пурин те ҫӳллӗ шайра иртнӗрен ҫӗнтерӳҫӗне палӑртма ҫӑмӑл пулмарӗ. Вǎрнарти 2-мĕш шкулта  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Марина Виссарионовна Ильина ҫак ята пур енлӗ тивӗҫрӗ. Вăл округ чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗ.

Фестивале хутшӑннӑ вӗрентекенсене саламласа малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.